Чӑваш Енри Анастасия Скрябина «Что? Где? Когда?» кӑларӑм вӑйӑҫисене ыйту парса 50 пин тенкӗ ҫӗнсе илнӗ. Лешсем унӑн ыйтӑвне тӗрӗс хуравлайман.
Ҫӗнӗ Шупашкар пики вӑйӑҫӑсене 1921 ҫулти сӑнӳкерчӗке кӑтартнӑ, унта пралуклӑ алӑ тупанне сӑнланӑ. «Унта кӑтартнӑ япалана паян эпир мӗнле калатпӑр?» - ҫапла ыйтнӑ телеертӳҫӗ.
Вӑйӑҫӑсем тӗрлӗ шухӑш пӗлтернӗ: алӑ тупанӗ – светофор, алӑ типӗтмелли хатӗр. Анчах кусем – тӗрӗс мар. Кунашкал алӑ тупанӗ ниҫта та каймалла маррине пӗлтерет-мӗн. Ку палла автомобиль ҫине ҫирӗплетнӗ, тормоза пуссан вӑл хӗрлӗ тӗспе ҫутатнӑ. Вӑйӑҫӑсем тӗрӗс мар хуравланӑшӑн Чӑваш Ен хӗрне 50 пин тенкӗ панӑ.
Палӑртмалла: Анастасия Скрябина студентка «Что? Где? Когда» кӑларӑм вӑйӑҫисене унччен те ыйту панӑ. Ун чухне те вӑл укҫа выляса илнӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкарти «Олимпийский» (чӑв. Олимп) стадионта велоспорт-шоссе енӗпе Чӑваш Енӗн чемпионачӗ тата первенстви иртӗ. Ун вӑхӑтӗнче критериум енӗпе тупӑшӗҫ.
Чемпионата тата первенствӑна Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Патӑрьел, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенчен спортсменсенчен пуҫтарӑнӗҫ. Чӑваш Енӗн Физкультурӑпа спорт министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, 70 ытла ҫын пуҫтарӑнӗ.
Ӑмӑртӑва 15-16 ҫулсенчи хӗрсемпе каччӑсем, 17-18 ҫулсенчи юниорсемпе юниоркӑсем, арҫынсемпе хӗрарӑмсем хутшӑнӗҫ.
Спортсменсен 21-30 километр тӑршшӗне тупӑшма тивӗ.
Чемпионата хутшӑнакансене 10 сехет те 30 минутра регистрацилеме пуҫлӗҫ. Старта спортсменсем 11 сехетре тухӗҫ.
Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Чӑваш Енре газ хакланать. ЧР Министрсен Кабинечӗн постановленийӗн проектне нормативлӑ право акчӗсен порталӗнче пичетленӗ.
Ҫитес уйӑхран 1 кубла метр газшӑн 5,53 тенкӗ тӳлеме тивӗ (халӗ — 5,36 тенкӗ). Эппин, хак 17 пус ӳсӗ.
Палӑртмалла: утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа коммуналлӑ такаксемшӗн те хак хӑпарать. Республикӑри 283 муниципалитетра вӑл нумайран та 4,6 процент ӳснӗ, 14 хулапа ялта вара – 4,9-12 процент. Ку Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ, Улатӑр, Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисене пырса тивет. Канаш районӗнчи Хучел ял тӑрӑхӗнче тата Канашра «коммуналка» 12 процент хӑпарӗ.
Паян ирхине Ҫӗнӗ Шупашкарта пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, общество транспорчӗн чарӑнӑвӗнче арҫын вилнӗ.
44 ҫулти арҫын ирхине общество транспортӗнче хӑйне япӑх туйнӑ. «Ахӑртнех, вӑл чӗрепе юн тымарӗсен чирӗпе аптӑранӑ. Пассажирсем ӑна урама тухма пулӑшрӗҫ, васкавлӑ медпулӑшу чӗнчӗҫ. Тухтӑрсем унӑн пурнӑҫне ҫӑлма тӑрӑшрӗҫ, анчах арҫыннӑн чӗри тапма пӑрахрӗ», - тенӗ халӑх корреспонденчӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын мӗншӗн вилнине уҫӑмлатмашкӑн специалистсем тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи вӑйлӑ ҫиле пула йывӑҫсем ӳкни, пӳрт ҫивиттисене сӳни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер те, паян та пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, Вӑрмар тата Пӑрачкав районӗсенче инкеклӗ лару-тӑру тесе йышӑннӑ.
Вӑйлӑ ҫил Красноармейски районӗнчи Енник Чуллӑ шкулӗн ҫивиттине те вистенӗ.
Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре общество транспорчӗн чарӑнӑвне ҫавӑрса пӑрахнӑ. Шупашкарти Ҫӗнӗ хула микрорайонта электричество пӑралукӗсене татса пӑрахнӑ, ҫӑмӑл автомашинӑсене сиен кӳнӗ. Вӑйлӑ ҫил вӑхӑтӗнче икӗ ҫын аманнӑ. Шар курнисене тухтӑрсем пулӑшнине пӗлтернӗ.
Паян Чӑваш Енре вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл алхаснине пула 12 район-хулара йывӑҫсене тӳнтерсе янӑ. Ҫут ҫанталӑкӑн усал вӑйӗ Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Ҫӗмӗрле хулисенче, Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Муркаш, Пӑрачкав, Шупашкар, Тӑвай, Красноармейски районӗсенчи йывӑҫсем ӳкнӗ. Шупашкарта, Куславкка, Хӗрлӗ Чутай, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ районӗсенче ҫутӑсӑр юлнӑ тӗслӗхсем пулнӑ. Вӗсенчен хӑшӗсенче инкеке сирме ӗлкӗрнӗ.
Вӑрмар районӗнчи Пысӑк Енкассинчи, Тӑвай районӗнчи Турикас Тушкил шкулӗсен, хӑш-пӗр районти уйрӑм ҫын ҫурчӗсен ҫивиттисене вӑйлӑ ҫил сӳтсе кайнӑ.
Инкек пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та пӗлет тесе хыпарлаҫҫӗ Чӑваш Енӗн Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн пресс-службинче. Унтан та ытларах — яваплӑ службӑсене вӑл ҫине тӑрса ӗҫлеме чӗнсе каланӑ.
Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта студент троллейбуса пневматика пӑшалӗнчен пени пирки сайтра хыпарланӑччӗ. Ҫав ҫамрӑка хура ӗҫӗшӗн судра явап тыттарӗҫ. Пуҫиле ӗҫе суда пӑхса тухма янӑ.
Аса илтерер: студент 54-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбусран «Атӑл» кинотеатр» чарӑнура тухнӑ, транспорт тапрансан вӑл ӑна пенӗ. Троллейбусӑн хыҫалти чӳречи ҫурӑлнӑ. 16 ҫулти студент вара тарса ҫухалнӑ. Анчах ӑна ҫав каҫах тытса чарнӑ, пӑшала туртса илнӗ.
Пӑшал ашшӗ-амӑшӗн пулнӑ-мӗн. Аслисем транспорт предприятине тӑкака саплаштарнӑ, троллейбус кӗҫех маршрута тухнӑ.
Аса илтерер: пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Шупашкарта та кунашкал пӑтӑрмах пулнӑ. Патӑрьел районӗн каччи, 21 ҫултискер, «Вырӑс драма театрӗ» чарӑнура 19-мӗш троллейбусӑн чӳречине пӑшалтан пенӗ. Ӑна куншӑн колони-поселение ҫур ҫуллӑха янӑ.
Тӳре-шара тата депутатсем мӗн чухлӗ ӗҫлесе илнине кирек кам та пӗлейрет. Ку информацие влаҫ органӗсен сайтӗнче вырнаҫтармалла. Анчах, «Правда ПФО» журналисчӗ Александр Белов асӑрханӑ тӑрӑх, мӗнле тупӑша кӑтартассипе Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗр пеклӗх ҫук.
Улатӑр хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Нина Шпилевая тата Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн Ольга Чепрасова хӑйсен декларацийӗсенче, акӑ, банкра выртакан укҫапа мӗн чухлӗ процент илнине те кӑтартнӑ. Ытти район-хула пуҫлӑхӗн саппас укҫа ҫук тейӗн. Пӑрачкав район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Евгений Лебедев вкладпа 4 пус ҫеҫ ӗҫлесе илнӗ.
Журналист декларацисене сайтра ӑҫта вырнаҫтарассипе пӗр пеклӗх ҫуккине те сӑнанӑ. Тӗрӗссипе, пурин те «Противодействие коррупции» (чӑв. Коррупципе кӗрешесси) ярӑм пур. Анчах пурте унта тӳрех курӑнмалла лартман иккен.
Ҫӗнӗ Шупашкарти унччен лавкка пулнӑ ҫурта реконструкциленӗ чухне 37 ҫулти арҫын сарӑмсӑр вилнӗ. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Ку пӑтӑрмах ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Совет урамӗнчи пӗр ҫуртра пулнӑ. Строительствӑпа монтаж ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чухне арҫын ҫине перегородка йӑтӑнса аннӑ та ӑна хӗстерсе лартнӑ. Вӑл йывӑр сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ.
Арҫын унта субподрядчик пек килӗшӳ тумасӑр ӗҫленӗ. Инкек мӗншӗн сиксе тухнине уҫӑмлатмашкӑн судпа медицина экспертизи ирттерме палӑртнӑ. Тӗрӗслев ӗҫне Чӑваш Енри Ӗҫ патшалӑх инспекцийӗн специалисчӗсем те хутшӑнӗҫ.
Ыран, ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Питӗр хулинче Ҫӗнӗ Шупашкарти «Хӗвел» савутра кӑларнӑ хӗвел батарейин модульне вырнаҫтарнӑ катамаран ҫула тухӗ.
Раҫҫейре туса кӑларнӑ хӗвел элеменчӗллӗ катамаран халиччен те пулман. Катамарана Питӗр хулинче кӑларнӑ, унӑн ҫивиттине ҫурма авӑнакан хӗвел модульне вырнаҫтарнӑ. Хӗвел модульне тума Ҫӗнӗ Шупашкарти «Хӗвел» савутра кӑларнӑ гетеротытӑмлӑ хӗвел элеменчӗсемпе усӑ курнӑ.
Хӗвел модулӗллӗ катамаран маршручӗ ҫапларах пулӗ: «Питӗр – Мускав – Аҫтӑрхан». Маршрутӑн пӗтӗмӗшле вӑрӑмӑшӗ — 5 пин км ытла. Инҫе ҫула катамаран Нева, Ока, Атӑл, Кама юханшывӗсемпе кайӗ.
«Эковолна» (чӑв. Экохум) экспедицие Инженер конкурсӗсемпе ӑмӑртавӗсен наци центрӗ йӗркеленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |